Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче виҫҫӗмӗш хут «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче виҫҫӗмӗш хут «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ

Нарăс уйăхĕн 15 -мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче виҫҫӗмӗш хут «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ. Фестивале Тăван чĕлхе кунне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ йĕркелерĕç.

Ҫак фестивале Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкул вӗренекенӗсем хаваспах хутшӑнчӗҫ.
Фестиваль 8 номинацире иртрӗ. «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» номинацире Александр Иванов (10 класс) -1-мӗш вырӑн тата хаклӑ парнене тивӗҫ пулчӗ, Сергей Григорьев (10-мӗш класс)- 2-мӗш вырӑн, Ксения Щербакова (10-мӗш класс)-3 вырӑн, Екатерина Максимова (5-мӗш)- 3 вырӑнсене ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. 8-мӗш тата 10-мӗшкласра вӗренекен Роман Васильевпа Софья Костина «Мухтав сана, салтак» номинацире 2-мӗш вырӑнсене тухма пултарчӗҫ.
Хастар ачасене саламлатпӑр! Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!